Министерство экономического развития и имущественных отношений Чувашской Республики Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсeн министерстви

Паха тавар кăларма вĕренĕпĕр

«Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков хуравлать.

- Раççей Президенчĕ, Патшалăх Думи çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине /ПТСИО/ кĕресси çинчен калакан протокола ратификацилерĕç. Ку федерацишĕн, Чăваш Еншĕн мĕне пĕлтерет?

- Суту-илĕве, производствăна пачах çĕнĕ те çÿллĕ шайра аталантарма май уçăлать, - терĕ Алексей Петрович. - Халĕччен суту-илÿре ура хунă нумай чăрмав сирĕлĕ, чикĕ леш енчи предприятисем Раççее инвестици ытларах хывĕç, çĕр-шывра бизнес аталанăвĕн çул-йĕрĕ палăрмаллах улшăнĕ. ПТСИО хăйĕн йышĕнчи патшалăхсене, çав шутра Раççее те, пĕр-пĕринпе пур енĕпе те тупăшса ĕçлеме, çĕнĕ технологисемпе усă курма хистĕ. Тавар туса кăларакансен продукци пахалăхне тĕп вырăна лартма тивĕ. Раççейшĕн тĕнче рынокĕн хапхи яланлăхах уçăлĕ. Чикĕ леш енчен çĕр-шыва тавар ытларах килнĕрен сахалрах тÿлесе пахарах продукци туянăпăр.



06 сентября 2012
00:00
Поделиться
;