Министерство экономического развития и имущественных отношений Чувашской Республики Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсeн министерстви

Инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси - тĕпре

Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук комитечĕн депутачĕсем, экспертсем, республикăри предприяти-организаци ертÿçисем «çавра сĕтелте» Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçлас тĕлллевпе налук тата инвестици саккунĕсен тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсене сÿтсе яврĕç. Ларăва комитет председателĕ Анатолий Князев ертсе пычĕ.

Юлашки çулсенче республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 140 ытла пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕ пурнăçланать. Кăçал хĕвел модулĕсене туса кăларакан предприятие /«Хĕвел» ООО/, «Экоклинкер» ООО хута яма, çурт-йĕр тăвакан «СУОР» комбинатăн хăвачĕсене çĕнетме, ВТБ-24 банкăн Шупашкарти сервис центрне уçма палăртнă.

Чăваш Республикинче инвестици ĕç-хĕлне укçа-тенкĕпе хавхалантарса çеç мар, проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне ура хуракан администраци, право тата ытти чăрмава сирме пулăшса та аталантарма тăрăшаççĕ. Акă пĕрремĕш çур çулта Инвестици политикин канашĕн йышăнăвĕпе виçĕ предприятие финанспа çыхăнман патшалăх пулăшăвĕ панă.

Индустри паркĕсенче производство йĕркелеме сĕнни те республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерет. Хальхи вăхăтра Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисенче индустри паркĕсене аталантаракан проектсем пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулинчи парк 23,7 гектар йышăнать. Кунта вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăн 10 субъекчĕн пысăк технологиллĕ производствине вырнаçтарма май килет. Çакăн йышши лапамсем ĕçе кĕни инвесторсен инфратытăма хута яма каякан тăкакĕсен виçине самай пĕчĕклетме пулăшать. Хальхи вăхăтра çичĕ предприятипе кунти çĕр лаптăкĕсене тара илесси пирки килĕшÿ тунă. 2017 çул тĕлне çак паркра 1,5 млрд тенкĕлĕх вунă инвестици проектне ĕçе кĕртме, çавна май 500 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.

Чăваш Республикинче инвестици ĕç-хĕлне аталантарма пулăшассине, ытти йĕркене тата республика тулашĕнчи укçа-тенкĕне явăçтарассине «Чăваш Республикинче инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшăвĕ парасси» саккунра уçăмлăн палăртнă. Хальхи вăхăтра çак саккунпа килĕшÿллĕн республика бюджетне тупăш пайĕнчен налук тÿлекен çичĕ организацие /«Акконд» АУО, «Ача-пăча тĕнчи» ООО, «Шупашкар универмаг» АХО, «Промтрактор-Промлит» ООО, «1-мĕш апатлану комбиначĕ» ООО, «Элита» АХО, «ЧЭТА» ООО/ вунă инвестици проектне пурнăçлама укçа /пĕтĕмпе 1158,95 млн тенкĕ/ хывнă май çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ.

Инвесторсемшĕн ытти çăмăллăх та çук мар. Çав шутра - коммерци кредичĕ илнĕ чухне патшалăх - гаранти, инвестици лапамĕсене хатĕрлеме субсиди пани, инвестици проекчĕпе çĕнĕрен йĕркелекен производство, çавăн пекех производствăпа çыхăнман /социаллă пĕлтерĕшлĕ, культура, спорт/ объекчĕсене вырнаçтарма патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕре тара илнĕшĕн çăмăллатнă йĕркепе тÿлесси.

Чăваш Ен инвесторсемшĕн уçă регион пулнине палăртас тĕлĕшпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Ку ĕç-хĕле ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче предпринимательсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалли мерăсем çинчен» хушу ăнăçлă йĕркелесе пырать. Ака уйăхĕнче инвестици уçлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе муниципалитетсем те ĕçлеме пуçларĕç.

Юлашки çулсенче патшалăх тата бизнес килĕштерсе ĕçлес çул çине тăни сисĕнет, пĕрле ĕçлемелли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем тупăнаççĕ. Уйрăм çынсен компанийĕсене аталанма тивĕçлĕ услови çителĕклĕ. Халĕччен патшалăх сăнаса тăнă проектсене хутшăнма хатĕр инвесторсем те тупăнаççĕ. Вĕсем инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе йышăннă нормăпа право никĕсĕ çирĕпрен çĕнĕ ĕçе пуçăнма шикленмеççĕ, хÿтлĕх пуррине туяççĕ. Ют çĕр-шыв инвесторĕсем те Чăваш Республикинче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме шанчăклине палăртаççĕ.

«Çавра сĕтеле» хутшăнакансем çак тата ытти ыйтăва пăхса тухнă хыççăн ЧР Министрсен Кабинечĕ валли темиçе сĕнÿ хатĕрлерĕç. Çав шутра - патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнине сăнаса тăрасси* республикăра туса кăларакан таварсен сумне ÿстересси* промышленноç тата агропромышленноç комплексĕсене инвестицисем явăçтарасси* инвестици проекчĕсене пурнăçланине сăнаса тăрасси* инвестици юхăмне кадрсемпе тивĕçтересси т.ыт.те.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен усă курман çĕр лаптăкĕсене тупса палăртса çаврăнăша тата Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртес тĕлĕшпе пуçаруллăрах ĕçлемеллине палăртрĕç. Çавăн пекех «çавра сĕтел» ларăвне хутшăнакансем вĕсене инженери инфратытăмĕн хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ инвестици лапамĕсене йĕркелеме, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма, çĕр лаптăкĕсене инвесторсене тара парассине йĕркелеме сĕнчĕç.

Патшалăх Канашĕ хăй республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе налук тата инвестици саккунĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе малалла та ĕçлессине пĕлтерчĕ.



"Хыпар"
03 сентября 2014
13:59
Поделиться